Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене планпа палӑртнӑ чухлӗ акнине пӗлтерет. Пӗтӗмпе вара ҫуртрисем 209,5 пин гектар йышӑннӑ. Малтанласа вара 198,4 пин гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, чӑваш хресченӗ ҫуртрисене планпа пӑхнинчен 0,5 процент нумайрах акнине пӗлтерет. Ҫапах та акса пӗтермен хуҫалӑх та пур-мӗн. Ку вӑл — Улатӑр районӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӑл 98,8 процент ҫӗннӗ.
Ҫӗрулмине 10 пин гектар ытларах лартнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин виҫҫӗ-тӑваттӑмӗш пайӗнчен иртнине пӗлтерет. Хӗрлӗ Чутай районӗ унччен шухӑшласа хунинчен 107,6 процент лартнӑ, Улатӑр районӗ — 106,7 процент. Кайра Красноармейски районӗ пырать. Унта маларах асӑннӑ кун тӗлне ҫуррине кӑна ҫитейнӗ. Маларах республикӑн аграри ведомстви «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне акса пӗтерме шухӑшланине пӗлтернӗччӗ.
Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем пахча-ҫимӗҫ, сахӑр кӑшманӗ, кукуруза, пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксем акаҫҫӗ, хӑмла ҫакаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Культура министерстви Улатӑр тата Пӑрачкав районӗнчи икӗ объекта юсаса ҫӗнетме укҫа уйӑрма килӗшнӗ. Вӗсене юсаса ҫӗнетесси 11,5 миллион тенке кайса ларать иккен.
Федераци хыснинчен тӗллевлӗ уйӑракан тупраран тӑхӑр миллионне Улатӑрти хӗрарӑмсен мӑнастирне юсама ямалла. Ӑна 1639 ҫултах уҫнӑ иккен. Хальхин ҫуртне 18 ӗмӗрте туса лартнӑ-мӗн.
Мускав шучӗпе юсамалли тепӗр объект — Пӑрачкаври вӗрентекенсен семинарийӗ. Ӑна Илья Ульянов пуҫарнипе 1870 ҫулта уҫнӑ. Маларах, 1833 ҫулта, асӑннӑ ҫуртра Иван Мятлев ятлӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче вырӑс поэчӗ Александр Пушкин чарӑнса тӑнӑ теҫҫӗ. Ун чух вӑл Пугачев пӑлхавӗ пирки материал пухса таврӑннӑ, ҫула май Пӑрачкав урлӑ иртнӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат семинарийӗ тавра темиҫе ҫул каялла Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствипе Федераци пурлӑхӗпе хуҫаланакан федераци агентстви хушшинче тавлашу пулнӑ. Агентство Чӑваш Енӗн асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗпе хуҫаланма ирӗк ҫук тенӗ. Ӗҫе Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳре «Раҫҫей Федерацийӗн саккунлӑ интересӗсене пӑсать» тесе Раҫҫей харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ.
Кӑҫал ака-сума тумашкӑн ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Ҫумӑрӗ те кирлӗ паллах. Республикӑри районсенче ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне республикӑра ҫурхи тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпе 206,7 гектар акнӑ. Плана илес тӗк ку — 99,1 процент. Плана республикӑри пӗр районта ҫеҫ — Улатӑр районӗнче — тултарман. Унта ҫурхи культурӑсене 86,9 процент ҫеҫ акнӑ.
21 районтан 6-шӗнче плана ытлашшипе тултарнӑ. Ку енӗпе ытларах Етӗрне районӗ палӑрнӑ — 101,1 процент.
«Иккӗмӗш ҫакӑра», ҫӗрулмине, 8 гектар лартнӑ. Ку планланин 62,1 проценчӗ. Ку енӗпе плана тӑватӑ район ҫеҫ тултарнӑ: Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсем. Етӗрне тата Красноармейски районӗсенче ку ӗҫ начартарах пырать.
Кӑҫал Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар районӗсенче ҫӗрулми ытларах лартма палӑртнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫӗрулми лартас ӗҫе ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те…
Муниципалитетсенче 652 гектар пахча ҫимӗҫ, 642 гектар сахӑр кӑшманӗ, 2 422 гектар рапса, 3 098 гектар горчица, 7,4 гектар куккурус, 17 пин гектар — пӗр ҫул ӳсекен, 5,8 пин гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк акнӑ.
Типӗ курӑка чӗртсе яма юраманни пирки вӗҫӗмех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те ҫынсем ҫакна хӑлхана чикесшӗн мар. Ӗнер Улатӑр районӗпе иртекен чукун ҫул хӗррипе типӗ курӑка чӗртсе янӑ та ҫулӑм «Сӑрҫум» заповедника лекнӗ. Ҫулӑм алхасни пирки хыпар Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем патне 17 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
Пушара сӳнтерме пушарпа кӗрешекенсемсӗр пуҫне вӑрман хуҫалӑхӗсенчи ҫак енӗпе тӑрӑшакансем кар тӑнӑ. Ҫулӑм 2010 ҫулта пушар тухнӑ вырӑнсене ярса илнӗ. Пӗтӗмпе 10,5 гектара.
Халӗ пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пуйӑс иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вут хыпса илнӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗнчи ача-пӑча паркне хунарсем ҫутатма тытӑнӗҫ. Ҫӗрле ҫутатма унта ҫутӑ диодлӑ прожектор вырнаҫтарӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра ҫак ӗҫсене тытӑннӑ ӗнтӗ. Паркра пурӗ 6 хунар пулмалла. Тӗттӗмленсен вӗсем никам ҫутмасӑрах хӑйсем тӗллӗн ӗҫлесе кайӗҫ. Малтанласа вӑхӑтне лартса хумалла ҫеҫ.
Кашни хунарах ҫутта перекетлӗ пӗтерекен лампӑпа тивӗҫтермелле. Плафонсене пӗлтӗрех туянса хунӑ. Ун валли вӗсене республикӑри чи хӑтлӑ ялсен конкурсне хутшӑнни пулӑшнӑ. Унта кивӗ эйпеҫсем урамсене симӗслетес тата хӑтлӑх кӳрес тата кану кӗтесӗсене чечек акса-лартас номинацисемпе хутшӑннӑ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 197 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 94,5 проценчӗ пулать. Тӑхӑр районта плана пурнӑҫланӑ. Ытти хӑш-пӗр районта ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ — 8 муниципалитетра 90 процентран иртнӗ. Цифрӑсем тӑрӑх хакласан, улатӑрсем юлса пыраҫҫӗ. Унта планпа пӑхнин 61,1 проценчӗ чухлӗ кӑна акнӑ. Ҫуртрисенчен чылайӑшӗ каярах акмалли культурӑсем иккен, куккуруса унта 2700 га акма палӑртнӑ, хуратула — 500 га.
Аграри ведомстви талӑксерен вӑтамран миҫе гектар акнине те тишкернӗ. Кӑҫал вӑл 6,6 пинпе танлашнӑ. Чи вӑйлӑ ӗҫленӗ кун ака уйӑхӗн 29-мӗшне тивнӗ — ун чух 18,4 пин гектар акнӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек кун ҫу уйӑхӗн 3-мӗшне тивнӗ. Ҫавӑн чухне 17,2 пин гектар ҫӗннӗ.
Паянхи кун хуҫалӑхсем ытти культура акасси-лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫӗрулмине тунтикун тӗлне 4,8 пин гектар лартнӑ. Кунсӑр пуҫне пахча-ҫимӗҫе 340 гектар, горчицӑна 1125 гектар, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 11,4 пин, нумай ҫул ӳсекеннисене 3,8 пин гектар акнӑ. Улатӑр тата Патӑрьел районӗсенче 400 га сахӑр кӑшманӗ, Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенче 500 га рапс акнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин «Эткер» центрӗнче ачасен «Ҫухатма юраманни пирки» экологи театрӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Унта пӗтӗмпе Вӑрмар, Елчӗк, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенечи, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 12 команда хутшӑннӑ.
Ача-пӑча ушкӑнӗсене жюри тӗрлӗ енчен хакланӑ: актер пултарулӑхне, жанрсене, тематикине, костюмсене. Эксперт комиссине командӑсен сценарийӗсем, ҫамрӑк артистсем тыткӑнланӑ.
Елчӗк районӗн шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ «Эксперимент» театр студийӗ республика конкурсӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Елчӗк шкулӗн ушкӑнӗн «Сказка о том, как Иванушка-дурачок святой источник в селе Яльчики защищал» (чӑв. Айван Иван Елчӗкри сӑваплӑ ҫӑлкуҫа хӳтӗлени пирки калакан юмах) постановки жюри пайташӗсене килӗшнӗ. Театр студийӗн ертӳҫи — Валентина Сергеевна Мартынова.
Нумаях пулмасть Муниципалитетсен административлӑ регламенчӗсене сӑнаса пыракан ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Улатӑрпа Йӗпреҫ районӗсен тата Шупашкар хулин муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрессипе, тӗрӗсрех, ҫӗре тара парассипе ҫыхӑннӑ ӗҫлӗ хучӗсене тӗрӗсленӗ. Асӑнӑн районсен адмрегламенчӗсем Конкуренцие калакан саккунпа килӗшсе тӑманнине асӑрханӑ. Шупашкар хула администрацийӗн регламентӗнче те кӑлтӑк тупӑннӑ. Ӗҫ ушкӑнӗ муниципалитетсене ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.
Сӑмах май, Мунипалитетсен административлӑ регламенчӗсене сӑнаса пыракан ӗҫ ушкӑнӗ ҫӗнӗ орган темелле. Ӑна нарӑс уйӑхӗнче кӑна йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ усламҫӑсене пулӑшу кӳнӗ чух администраци тӗлӗшӗнчен чӑрмав кӳрессине пӗтересси-мӗн. Йыша Усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн аппарачӗн, Юстици тата Экономика министерствисен, Шупашкар хула администрацийӗн элчисем кӗнӗ.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри ҫынсен Пӗтӗм тӗнчери театр кунне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та уява сиктермен.
Чи малтанах Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.П.Казанцев саламланӑ. Вал «Ару» халӑх театрӗн ертӳҫине М.Г.Лебедевӑна малашне те пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсаем тума ӑнӑҫу суннӑ.
Уява халӑх театрӗн ветеранӗсене чӗннӗ: В.Н.Никишин, В.А.Андреев, Н.Д.Маруськина, Ф.А.Машугин. Кашниех хӑй вӑхӑтӗнче постановкӑсене хутшӑннӑ самантсене аса илсе каласа кӑтартнӑ. Ун чухне театра ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Н.Никишин ертсе пынӑ. Халӗ Виталий Никитич тивӗҫлӗ канура пулсан та юратнӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланать. Вӑл театр пурнӑҫӗпе интересленет, ун валли тата халӑх театрӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен «Султаш» театр ушкӑнӗ валли пьесӑсем ҫырать. Вӗсем ҫак пьесӑсемпе республика шайӗнчи конкурссене, фестивальсене хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫеҫҫӗ.
Пӗтӗм тенчери театр кунӗнче ял ҫыннисем В.Н.Никишинӑн «Кӳршӗсем» пьесине курнӑ. Дарья рольне Екатерина Лебедева вылянӑ. Марья — Мария Лебедева, Петр — Петр Казанцев пулнӑ. Камит пурне те килӗшнӗ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, приговор хатӗрленӗ.
ЧР Прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 21 ҫултискер кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче килте ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа харкашма тытӑннӑ. Урнӑскер унӑн икӗ уйӑхри ачине кӑмакана персе ҫунтарассипе хӑратнӑ. Арҫын пӗчӗкскере ярса илнӗ те вут ҫунакан кӑмака патне илсе пынӑ.
Арҫын, Терещенко хушаматлӑскер, хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ӑна поселени колоние 8 уйӑхлӑха ямалла тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |